Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси

«Хуйхӑрсан та — юрӑпа, савӑнсан та — ташӑпа», — ҫак сӑмахсене ват кинемейсенчен пӗр хутчен мар илтнӗччӗ. Чӑвашсен мӗн авалтанпа юрӑ шӑрантарас, ташӑ ҫапас йӑла ҫирӗпленнӗ. Пирӗн, хальхи ӗмӗрен ҫыннисен вара ҫак халӑх юрӑ-ташшисене, йӑли-йӗркисене манӑҫмалла мар, мӗншӗн тесен вӗсем халӑх культурине палӑртаҫҫӗ.

Ҫак кунсенче «Истоки Цивиля» (чӑв. «Ҫавал ҫӑлкуҫӗ») регионсем хушшинчи туслӑх фестивалӗ Чӑваш Енри чи кӑсӑклӑ коллективсене пуҫтарнӑ. Фестивальӗн тӗп тӗллевӗ — халӑх йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратасси тата юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хушшинчи пултаруллӑх ҫыхӑнӑвне йӗркелесси. Иртнӗ кану кунӗсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси ҫывӑхӗнчи улӑха Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрлӗ, Вӑрнар, Элӗк тата Ҫӗрпӳ районӗсен фольклор ушкӑнӗсем пухӑннӑ.

Ку ҫулччен фестиваль икӗ хутчен Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ялӗнче иртнӗ, ара унта Мӑн Ҫавал юханшывӗ пуҫланать-ҫке.

Малалла...

 

Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче хӑйӑр кӑларнӑ лаптӑкра пысӑк инкек сиксе тухнӑ — икӗ ҫын хӑйӑр айне лексе вилнӗ иккен. Республикӑри СУ СКР ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак пӑтӑрмах Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ. Ялти 6 ҫын ҫак вырӑнта килти хуҫалӑх валли хӑйӑр кӑларнӑ пулать. Ҫырӗ ытла та чӑнкӑ пулнӑ иккен — тайлӑк ҫӳллӗшӗ 8 метра ҫитнӗ.

— 16:00 сехет тӗлнелле, ҫӗр йӑтӑнса анса 1951 тата 1956 ҫулхи арҫынсене хӑй айне тунӑ. Юнашар ӗҫленӗ ҫынсем инкеке лекнӗскерсене ҫӑлма чупнӑ, анчах ӗлкереймен — иккӗшӗ те вилсе кайнӑ, — пӗлтерчӗ Дмитриев.

Паянхи кунна ҫак ӗҫ-пуҫпа тӗрӗслев пырать, мӗн-пур фактсене пуҫтарнӑ хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну ҫирӗплетме палӑртнӑ.

 

Ямаш ялӗнчи урам
Ямаш ялӗнчи урам

Авӑнӑн 25-мӗшӗнче, кӗркуннехи лӑпка та хӗвеллӗ кун, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӑва вырӑнне карта тытма Ямаш, Эрӗмкасси, Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси тата Амачкасси ялӗсенчен халӑх пуханнӑ. Кун пирки Ямаш ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтерет. Асӑннӑ ялсенчи халӑх пӗр кун хушшинче 80 метр тӑршшӗ кивӗ карта пӑсса ҫӗнӗрен 200 метр ҫӗннине тытнӑ.

Кашни хутшӑнакана ятран асӑнма пулать: Александров Валентин, Яковлев Валерий, Яковлев Александр, Захарова Анна, Васильев Геннадий, Яковлев Евгений, Федотов Анатолий, Федорова Евдокия, Карпов Олег, Федотов Валентин, Федоров Николай, Андреева Валентина, Порфирьев Константин, Ефимов Владимир, Лукин Евгений, Пантелеймонов Леонид, Карпов Владимир, Федоров Александр, Тимофеева Екатерина, Васильев Лев, Евсеев Николай, Миронов Николай, Ефимова Галина, Сергеева Дина, Яковлев Альберт, Федорова Лариса, Павлов Михаил, Васильев Валерий, Александров Владимир, Григорьев Юрий, Федоров Василий, Архипов Петр, Емельянов Виталий, Иванов Сергей, Макаров Виталий тата ыттисем.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 05

1888
138
Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ.
1889
137
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1917
109
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1995
31
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2002
24
Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ